Елчӗк районӗн тӗп библиотекине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Указне тӗпе хурса юсаҫҫӗ. Ҫакна валли республика бюджетӗнчен 1 миллион та 627 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Культура ҫуртӗнче те ӗҫ хӗрсе кӑна пырать. Сӑрьел ялӗнче вара кӑҫал вырӑнти халӑхшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ вырӑна - клуба юсаса ҫӗнӗ хӑватпа ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катекри культура ҫуртне юсама та тинех черет ҫитнӗ.
Алиса Александрова, Олег Цыпленков