Республикӑри хушма пӗлӳ паракан учрежденисем юпа уйӑхӗнчен тулли хӑватпа ӗҫлеме тытӑнмалла

Хӑшӗ-пӗрисенче секцисемпе кружоксем уҫӑлнӑ та ӗнтӗ, теприсенче вара заявленисем малалла йышӑнаҫҫӗ.  

Ҫӗршывра ҫуркунне эпидеми сарӑлма пуҫласанах республикӑри вӗренӳ ҫурчӗсене хупнӑ. Ҫав шутра хушма пӗлӳ паракан учрежденисем те хӑйсен ӗҫне чарнӑ. Вӗсем ҫур ҫула яхӑн  пушӑ ларнӑ. Ачасем те, вӗрентекенсем те кружоксемпе секцисемсӗр тунсӑхланӑ. Хушма пӗлӳ паракан учрежденисене ҫак уйӑхра уҫма ирӗк панӑ. Анчах та ковид чирӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пула  вӗсен ӗҫ йӗркине чылай улшӑну кӗртнӗ. 

 

Елена Дмитриева, Надежда Александрова, Виктор Степанов