Республикӑри ача-пӑча клиника больници магнитлӑ томографпа пуянланнӑ 

Ун пек хатӗр Чӑваш Енре урӑх ҫук. Тухтӑрсем унпа мӗнле ӗҫленипе регион ертӳҫи Олег Николаев паллашрӗ.

Унччен пӗчӗк пациентсен сывлӑхне тӗплӗн тӗпчеме больницӑра майсем пулман. Кӑҫал "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн медицина учрежденине ҫӗнӗ аппарат кӳрсе килнӗ. Унӑн хакӗ 90 миллион тенкӗ ытла. Ун пекки республикӑра хальлӗхе пӗртен пӗрре. Томографӑн уйрӑлакан сӗтел пур. Ку питӗ меллӗ. Йывӑр чирлӗ ачана кирек епле уйрӑма та леҫме пулать. Ҫӗнӗ хатӗрпе ҫавӑн пекех йывӑрӑшӗ пысӑк е клаустрофобипе аптракан пациентсене те тӗпчеме май пур.

 

Надежда Александрова, Анна Давыдова, Вадим Владимиров