Республикӑри 7 больницӑра арт-терапи кӗтесӗ йӗркелеҫҫӗ

Унта ковидпа чирлекенсене сыватакан тухтӑрсем канса вӑй илме пултарӗҫ.  "Радуга" культурӑпа курав центрӗ тата республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Президент гранчӗ пулӑшнипе социаллӑ проект хатӗрленӗ. 

Йывӑр чирлекенсене сыватакансем ӗҫре питӗ ывӑнни каламасӑрах паллӑ. Вӗсен кӑмӑлне ҫӗклеме шӑпах ҫак арт-аптечкӑсем пулӑшмалла. Проекта пахалама Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тата район-хулари 7 больницӑн тӗп тухтӑрӗсем ҫитрӗҫ. Вӗсене арт-аптечкӑсемпе тивӗҫтернине ӗнентерекен сертификатсем парнелерӗҫ.

 

Алёна Артёмкина, Семён Антонов