Республикӑра сывлӑха ҫирӗплетмелли тӳлевсӗр майсем нумайланса пыраҫҫӗ 

Юлашки вӑхӑтра парксемпе кану вырӑнӗсенче хальхи йышши спорт лаптӑкӗсем йӗркелеме пуҫланӑ. Ҫакӑнта  "Спорт- пурнӑҫ йӗрки" ҫӗршыв программин пĕлтерĕшĕ пысӑк. 

Физкультурӑна вӑхӑт уйӑрсан, сывлӑх таврӑнать тесе шутлаҫҫӗ Кӳкеҫри "Бодрость" клуба ҫӳрекенсем. Ҫавӑнпа ҫапла йышпа пуҫтарӑнса та, уйӑрӑммӑн та ӳт-кӗлеткине ҫирӗплетме хастар. Сывлӑх ҫулне суйласа илнисем пӗр кун та ахаль лармаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канурисем тӗрекленмелли майсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" проектпа килӗшӳллӗн Кӳкеҫри "Олимпийски" стадионта пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫак хӑтлӑ лаптӑка туса лартнӑ. Ӑна хута яма ҫӗршыв тата республика бюджечӗсенчен 3 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. 

 

Ирина Николаева, Семен Антонов