Республикӑра "симӗс ылтӑн" туса илессипе тӗллевлӗ ӗҫлеме пуҫласшӑн

Хӑмла музейӗ уҫма, туристсене хӑйсем вӗретнӗ сӑрапа хӑналама, кану пӳлӗмӗ йӗркелеме, хӑмла пахчинче  вара фотосесси ирттерме палӑртнӑ. Ҫакна ҫӗрпӳсем йӑлтах хӑмла туса илессине аталантармалли республика программипе килӗшуллӗн тӑвасшӑн. Регион пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак отрасле ҫӗнӗрен ҫӗклеме тӗллев лартнӑ. Патшалӑх та пулӑшу майӗсене анлӑлатса пырать.

Ял хуҫалӑх тӗпчев институчӗ 15 гектар ҫинче хӑмла ӳстерет. Совет тапхӑрӗнче "симӗс ылтӑн" лаптӑкӗ самай пысӑкрах пулнӑ. Пахча пӗчӗкленнӗ пулин те - хӑй хаклӑхне вӑл ҫухатман. Хуҫалӑх питомникӗнче хӑмлан 250 яхӑн сорчӗ  ҫитӗнет.  Ҫакнашкал тӗнчери коллекци Раҫҫейӗпе те пӗрре кӑна. Ҫӗнӗ сортсем кӑларас тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ институтра. Ҫав шутра тӗрлӗ чир-чӗре, хурт-кӑпшанка парӑнманнисене, машинпа татмаллисене. Техӗмлӗ хӑмлана сӑра вӗретекенсем уйрӑмах килӗштереҫҫӗ. Пӗрисем ыхра, теприсем хурлӑхан шӑршиллине ыйтаҫҫӗ, - каласа кӑтартать ял хуҫалӑх наука тӗпчев институчӗн директорӗ Андрей Фадеев. Чӑваш ен "симӗс ылтӑнӑн" ырӑ ятне тавӑрас тӗллевлӗ. Ҫӗрпӳсем, сӑмахран, туристсене илӗртме хӑмла музейне тума  палӑртнӑ. Унтах хӑйсем вӗретнӗ кӑпӑклӑ сӑрапа хӑналасшӑн вӗсене. Пахчана та илсе ҫӳрӗҫ туристсене.  Ярӑнса ӳсекен хӑмла хушшинче хитре сӑн ӳкерчӗксем тума май пулӗ. 

Екатерина Фомина, Наталия Егорова, Димитрий Макаров