Республикӑра пурӑнакансем коронавируспа чирленӗ хыҫҫӑн  сывлӑхне санаторире ҫирӗплетеҫҫӗ

Регионти Сывлӑх сыхлавӗн министерствин кӑтартӑвӗпе коронавирусран Чӑваш Енре 8 пин те 200 ҫын сывалнӑ. Вӗсенчен ҫуррине малалла сиплемелле. 

Валентина Бельская "Чувашиякурорт" санаторие Етӗрнерен килнӗ. 9-мӗш кун сипленет вӑл. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче коронавируспа чирлесен икӗ эрне ытла больницӑра выртнӑ. Унтан ӑна реабилитаци тухма сӗннӗ, Шупашкара янӑ. Халӗ кунран-кун тӗрлӗ процедура тухнӑ май вăй-хал хутшăннине калать Валентина Бельская. Сӑмах май, кунта вӑл тӳлевсӗр сипленет. Паянхи кун медицина страхлавӗн полисӗпе 27-ӗн сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ, пӗтĕмпе вара кунта 134 ҫын пулса курнă. Коронавирус  аптратнӑ хыҫҫӑн  70 ҫын хăйсем тÿлесе сипленнӗ. Реабилитацие ковид амакӗ иртсен тепĕр  14 кунран тин  йышӑнаҫҫӗ.


Алиса Александрова, Евгения Зиновьева, Семён Антонов