Республикӑра пурӑнакансем коронавирус хӑрушлӑхӗ пирки манаҫҫӗ

Маска мӗншӗн тӑхӑнманнине ӑнлантарма хӑтланнин усси çук. Тӗнчипе сарӑлнӑ чиртен хӳтӗленмелли хатӗрсемсӗр ҫӳрекенсене малашне штрафлаҫҫӗ. 

Транспорт министерствинче тата полицире ӗҫлекенсем тӗп хула урамӗсем тӑрӑх черетлӗ рейда тухрӗҫ. Вӗсем халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче, транспортра ҫынсем йӗркене еплерех пӑхӑннине тӗрӗслерӗҫ. "Республикӑра пурӑнакансем халиччен те ҫак чир хӑрушлӑхне ӑнланса илмен-ши, е урӑх сӑлтавпа - хальхи вӑхӑтра килтен маскӑсӑр тухмалла маррине ниепле те хӑнӑхса ҫитейменнисем, шел пулин те, ҫаплипех пур", - теҫҫӗ куллен рейда тухакансем. 

 

Алиса Александрова, Михаил Солин