Хальхи вӑхӑтра Чӑваш статистика службинче ҫырав ирттерекенсене ҫывхаракан ӗҫпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсен кашнин хӑйне уйӑрса панӑ лаптӑк пулать. Ҫырав халӑх йышне, вӗренӳ шайне тата ытти пӗлтерӗшлӗ кӑтартусене тӗпчеме май парать. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ ыйтусем те пур. Вӗсем ӗҫпе тата вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Пурӗ 23 ыйтӑва хуравламалла пулать. Ҫырав ирттерекенсем электронлӑ планшетсемпе усӑ курӗҫ. Вӗсенче ятарлӑ программа пулать. Хӑш участока ҫитмелле, кам патне? - тӳрех курӑнать. Хуравсем вара ҫийӗнчех ятарлӑ базӑна каяҫҫӗ.
Диана Иванова, Димитрий Макаров