Республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри финанс пӗлӗвӗн эрни пырать. 

Укҫа-тенкӗпе мӗнлерех перекетлӗ усӑ курмалла, тӑкаксене епле майпа малтанах курса тӑмалла, ултавҫӑсен аллине лекесрен мӗнле сыхланмалла? Кун пирки экспертсем Шупашкарти 44-мӗш лицейра вӗренекенсене каласа кӑтартрӗҫ.

Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫемье бюджечӗ ҫинчен ирттернӗ урокра пулса курчӗ. Ӑна вӑйӑ евӗр ирттерчӗҫ. Килти тупӑш мӗнле пухӑнать, ӑна мӗнле расхутламалла? Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ачасем финанс ыйтӑвӗсене аванах чухлаҫҫӗ, тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ. Паллах, йӑнӑшасси те пулать, ку шухӑша тӗрӗс енне пӑрма, кирлине астуса юлма пулӑшать.

 

Марина Карягина, Екатерина Данилова, Вадим Владимиров