Республикӑра патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗпе усӑ куракансен йышӗ ӳсет 

Пӗлтӗр Раҫҫейре патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсене электронлӑ майпа  илекенсен шучӗ 81 процентран та иртнӗ. Ку вӑл 2019-мӗш ҫулхипе танлаштарсан 3 процент ҫурӑ ытларах. 

Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Енре "Гоуслуги" порталпа хӗрарӑмсем ытларах усӑ кураҫҫӗ. Хулара ҫакӑн пек мелпе ҫӑмӑллӑх илекен ҫынсен  йышӗ ялтинчен пысӑкрах - 83 процент. Паянхи кун тӗлне, патшалӑхӑн пӗрлехи порталӗнче регион тата муниципалитет шайӗнчи 65 пулӑшу ӗҫӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Сӑмахран, килтен тухмасӑрах ачана садике черете тӑратма, пособи, субсиди илме документсем пама май пур.


 Надежда Александрова, Виктор Степанов