Республикӑра Кӑшарни паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ

Ҫавна май кӑҫал вакӑсем ӑҫта касаҫҫӗ? Пӑрлӑ шыва камӑн кӗме юрамасть? Ыттисен вара мӗнле хатӗрленмелле? Сӗнӳ-канашсене Оксана Верликова корреспондент пуҫтарчӗ. 

Шупашкарта халӑх ытларах арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнчи лаптӑка пухӑнать. Унсӑр пуҫне пӑрлӑ шывра чӳхенсе тухас текенсем валли республика тӗп хулинче 5 вырӑнта 8 купель йӗркелӗҫ. Шыва кӗмелли лаптӑкра ҫавӑн пекех хывӑнса тӑхӑнмалли, кӗрсе ӑшӑнмалли пӳлӗмсем, саксем вырнаҫтарӗҫ. Вак патне пымалли ҫулсене хӑмасемпе ҫирӗплетӗҫ, парковкӑсем те хатӗрлӗҫ. Шупашкарта 7-мӗш автобус вара ҫӗрлехи 2 сехетччен ҫӳрӗ.

Яланхи пекех уявра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку тӗллевпе полицисене, ҫӑлавҫӑсене тата тухтӑрсене явӑҫтараҫҫӗ. Апла пулин те пӑрлӑ шыва кӗрес умӗн тӗплӗн хатӗрленмелле. Унсӑрӑн вакка чӑмни организма сиен ҫеҫ кӳме пултарать. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӑрлӑ шыва ачасен аслисемсӗр кӗме юрамасть. Ӳсӗрле вакӑра чӳхенсе тухас тени те инкек патне илсе ҫитерме пултарать.


Оксана Верликова, Михаил Солин, Екатерина Янгалакова