Машин тӑррине лартнӑ тулли стакана пӗр тумлам тӑкмасӑр финиша ҫитерме ҫӑмӑл мар. Тупӑшӑва хутшӑнакансен водитель опычӗ пысӑк, ҫавӑнпа та ҫак хӑнӑхтарӑва чылайӑшӗ тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫлама пултарчӗ. Ӑмӑртӑва икӗ пайран йӗркеленӗ. Водительсен ҫул-йӗр правилисене пӗлнипе пӗрлех Чӑваш Ен историпе те кӑсӑкланмалла, иккен. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ - професси сумне ӳстересси. Артур Михайлов тӑваттӑмӑш ҫул конкурса хутшӑнать. Ҫавӑнпа ӑна йӗркелӳҫӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл икӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулса Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ. Иккӗмӗш вырӑн йышӑнни те пулнӑ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх кӑҫал та Артур ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. Ӑна 15 пин тенкӗ парса хавхалантарчӗҫ.
Вероника Павлова, Елена Михайлова, Андрей Шоклев