Республикӑра "Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи" регионсем хушшинчи ача-пӑча конкурсӗ иртрӗ

Кӑҫалхипе ҫак ӑмӑртӑва 11-мӗш хут «Паха тӗрӗ» йӗркеленӗ.  Пултаруллӑ ҫамрӑксене унта 6 номинацире хакларӗҫ. 

Авалхи чӑвашсен тӗрри-эрешӗ манӑҫа ан тухтӑр тесе йӗркелеҫҫӗ ҫак конкурса. Унччен унта шкул ачисем кӑна хутшӑннӑ, кӑҫал ӑмӑртӑва студентсене те явӑҫтарнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Валентина Крылова сӗтел ҫине сармалли тӗрлесе ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Конкурсра Чӑваш патшалӑх  культурӑпа искусство институчӗн студенчӗсем те палӑрнӑ. Кӑҫал ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ҫӑвӑн пекех  "Дизайн" ҫӗнӗ номинацире хакланӑ. Унта чӑваш тӗрриллӗ ҫи-пуҫа шутласа кӑларакансене палӑртнӑ. "Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи" конкурсра кӑҫал 186 ҫамрӑк ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унта пирӗн республикӑсӑр пуҫне Тутарстан, Иркутск, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи шкул ачисемпе студентсем хутшӑннӑ.

 

Алена Артемкина, Михаил Солин