Республикӑра 600 ытла ҫын коронавируспа чирленӗ хыҫҫӑн сывлӑхне ҫирӗплетнӗ

Сывлӑх сыхлавӗн министерствин кӑтартӑвӗпе, Чӑваш Енре ковидпа 11 пине яхӑн ҫын чирлесе ирттернӗ. Вӗсем сывалнӑ пулин те, инфекци чӗрене, ӳпкене, шӑмӑ сыпписене япӑх витӗм кӳме пултарать. Ҫавӑнпа пациентсене чылай чухне реабилитаци кирлӗ. 

Шупашкарти пыльчӑкпа сипленмелли центр коронавируспа йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшакан республикӑри 4 учрежденирен пӗри.  Массажпа физио- тата психотерапи процедурисене  хальхи вӑхӑтра ҫавӑн пекех хулан 1-мӗш клиника больницинче, Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больницӑра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти "Надежда" санаторире тӑваҫҫӗ. Программа хута кайнӑранпа республикӑра  ӳпке шыҫҫипе аптранӑ 620 ытла ҫын реабилитаци тухнӑ. 

 

Леонид Петров, Игорь Ульянов