Республикӑра "122" пӗрлехи номерпе усӑ куракансен йышӗ ӳссе пырать

Халӗ коронавируспа ҫыхӑннӑ ыйту кашниннех пур. Ку чирӗн паллисем мӗнле? Тухтӑра киле мӗнле чӗнмелле? Прививка ӑҫта тума пулать тата ытти те? Ҫавна май Чӑваш Енре пӗрлехи "122" номер ӗҫлеме пуҫланӑ.  Унти операторсем талӑкӗпех шӑнкӑравсене йышӑнаҫҫӗ.

"122" служба ӗҫне раштав уйӑхӗнче унчченхи "хӗрӳ лини" никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ. Пӗлтӗр ҫулталӑкне 40 пин шӑнкӑрав йышӑннӑ пулсан, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче кӑна 5 пин ытла ҫын ыйтӑвне хуравланӑ. Ытларах Шупашкарта пурӑнакансем шӑнкӑравлаҫҫӗ. Кунне 300-600 ҫынпа ҫыхӑнаҫҫӗ. Медицина сестрисем коронавирусран прививка тӑвас кӑмӑллисенчен заявка йышӑнаҫҫӗ те ку е вӑл больницӑна ярса параҫҫӗ. Кайран унти тухтӑрсем пациентпа ҫыхӑнаҫҫӗ.

 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров