Республика шайне тухма тивӗҫлӗ спортсменсене палӑртаҫҫӗ

Красноармейски салинче сӗтел ҫи теннисӗ енӗпе йӑлана кӗнӗ турнир иртрӗ. 

Кӑҫалхи сӗтел ҫи турнирне, чир сарӑласран асӑрханма хистекен лару-тӑрӑва шута илсе, йышлӑн пухӑнман: Трак тӑрӑхӗнчи ҫичӗ шкултан - 35 спортсмен. 2003-мӗш ҫулта тата каярах ҫуралнӑ ачасемпе яш-кӗрӗм хушшинчи тупӑшӑва спортӑн ҫак тӗсне районта сарас тата малалла аталантарас тӗллевпе, вӑйлисене палӑртас, маҫтӑрлӑха туптаса пырас тесе йӗркелеҫҫӗ.

 

Марина Карягина, Юрий Васильев