Республика Правительстви чӑваш чӗлхине упрасси тата аталантарасси ҫинчен калакан патшалӑх программине ырланӑ 

Ку документа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе хатӗрленӗ. 

Программӑна пурнӑҫа кӗртни тӑван чӗлхене упрама, вӗренме тата аталантарма майсем туса парӗ. Ҫак тӗллевпе 28 миллион та 300 пин тенкӗ тӑккалӗҫ. Вӑл шутра чӑвашла кӗнекесем ытларах кӑларма тата халӑхра сарма, тӑван чӗлхене вӗрентмелли ҫӗнӗ меслетсем хатӗрлеме палӑртнӑ. Интернет уҫлӑхӗнче те чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Культура министрӗн Светлана Каликован сӑмахӗпе, ачасене тӑван чӗлхепе культурӑна  сатикренех явӑҫтарма пуҫлӗҫ. Пӗчӗккисене кӑсӑклантарас тесе, сӑмахран,  чӑвашла мультфильмсем ӳкерӗҫ.

 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров