Ҫӗмӗрле ялӗнче Калинин урамне ҫӗнетеҫҫӗ. Ку объекта тума 3 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫул пӗр ҫухрӑм тӑршшӗ. Строительсем асфальтӑн ҫиелти сийне улӑштарнӑ та ӗнтӗ. Унпа пӗрлех автобус чарӑнӑвӗсене йӗркене кӗртӗҫ. Ҫавӑн пекех ялти шкул, парк тата кафе ҫывӑхӗнчи лаптӑксене тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх йӗркипе килӗшӳллӗн, ҫуран ҫӳрекенсене те меллӗ пулӗ. Проектпа тӗп урамри кивӗ тротуара ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун пек ӗҫ ытти ялта та пырать.
Леонид Петров, Вадим Владимиров