Республика ертÿçи журналистсен ыйтăвĕсене хуравларӗ

Тӗлпулу ӑнланмалли сӑлтава пула видеоҫыхӑну мелӗпе иртрӗ. Пӗрремӗш ыйтусем те, шӑпах, усал вируспа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ пирки пулчӗҫ.

Кӑҫалхи ҫул Министрсен Кабинечӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пӗрлехи ӗҫре ҫирӗп никӗс хывма пултарнине палӑртрӗ Олег Николаев. Ҫуркунне коронавируса хирӗҫ кӗрешме Чӑваш Енре 5 пин медицина ӗҫченне явӑҫтарнӑ пулсан, халӗ ку кӑтарту 17 пине ҫитнӗ. Чирлекенсем валли 3 пин те 295 вырӑн хатӗрленӗ. 30 амбулатори центрӗ йӗркеленӗ.

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров, Семён Антонов