Республика ҫыннисем аптекӑра кирлӗ эмел тупаймаҫҫӗ

Яваплӑха туйса ӗҫлемелле, йывӑр лару-тӑруран тухас тӗлӗшпе вӑхӑта сая ямасӑр тивӗҫлӗ йышӑну тумалла. Ҫапла чӗнсе каларӗ аптека тытӑмӗсен ертӳҫисене Алла Салаева вице-премьер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура.

Мӗншӗн тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене хальхи вӑхӑтра тупма ҫӑмӑл мар? Йывӑрлӑхран мӗнле тухмалла?  Ҫак ыйтусене пӗрле татса пама тӗл пулӑва чӗнчӗҫ фармацевтсене. Юлашки вӑхӑтра республикӑра пурӑнакансем аптекӑсенче кирлӗ эмел ҫук пирки Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ҫине-ҫинех шӑнкӑравлаҫҫӗ. Ытларахӑшӗ коронавирусран сипленмелли препаратсем тупаймасть. 

 

Алиса Александрова, Ирина Ромадова, Семён Антонов