Регион ертӳҫи Олег Николаев йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшма чӗнсе каланине нумай предприятипе организаци ырласа йышӑннӑ 

Коронавируса хирӗҫ кӗрешме пулӑшакан 25 предприятирен пӗри - "Альянс авто" компанисен ушкӑнӗ. 

Пӗрлешӳ коронавируса хирӗҫ кӗрешме 6 машин уйӑрса панӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшне тӗп хулари волонтерсен штабӗнче усӑ курӗҫ. Тата икӗ автомобиле "Эпир пӗрле" проектӑн волонтерӗсене парӗҫ. Ҫак машинсем хастарсене аслӑ ӑрурисем тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем патне хӑвӑртрах ҫитме пулӑшӗҫ.

 

Елена Дмитриева, Никита Углев