Раҫҫейре ыра ӗҫ тӑвакансен кунне паллӑ турӗҫ

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене, килсӗр-ҫуртсӑр чӗр-чунсене,  тӑван тавралӑха пулӑшма хатӗр хастар Чӑваш Енре те чылай. Ҫак кунсенчех республикӑра  "Агровыбор" ятлӑ юхӑма пуҫарнӑ. 

Юлашки вӑхӑтра ҫӗршывра ырӑ ӗҫ тӑвакансен юхӑмӗ аталанса пырать. Чӑваш Енре кӑна 18 пин ытла ҫын тӗрлӗ енпе тимлеҫҫӗ. Халӗ вӗсен шутне агроволонтерсем те хушӑнчӗҫ. Хастарсем хӑйсен ӗҫне донорсен акцийӗпе пуҫларӗҫ. Юн паракансен йышӗнче Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов та пулчӗ. Больницӑсенче йывӑр операци чӑтса ирттернисене, суранланнисене тӑтӑшах юн кирлӗ. Ҫавӑнпа донорсем йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшаҫҫӗ. Юн панӑшӑн тӳленӗ  компенсацие те хастарсем ырӑ ӗҫе ячӗҫ. Укҫа-тенкӗпе килсӗр йытӑ-кушак приючӗ валли апат-ҫимӗҫ туянса пачӗҫ.

 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов