Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунне паллӑ турӗҫ

Ҫавна май республикӑри шкулсенче те Паттӑрлӑх урокӗсем иртрӗҫ. Канаш районӗнчи Янкӑлч шкулӗнче вӗренекенсем хальхинче куҫа-куҫӑн мар пулин те хӑйсен ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей Геройне, авиацин генерал-лейтенантне Николай Гаврилова сумлӑ уявпа саламларӗҫ. Ентешӗпе вӗсем онлайн меслетпе ҫыхӑнӑва тухрӗҫ.

Николай Федорович ачасемпе тӗл пулма яланах хапӑл. Инҫет мелӗпе тӑван ялӗсемпе курнӑҫни уншӑн уйрӑмах хаклӑ. Чи малтанах шкул директорӗ саламларӗ. Уяв тӗлне хӑйсен геройӗпе мӗн таранччен мухтаннине палӑртса шкулта ролик та хатӗрленӗ. Унта Николай Гаврилов ӗҫӗ-хӗлне, паттӑрла ӗҫӗсене ҫутатнӑ, ҫемье архивӗнчи материалсене те усӑ курнӑ. Пӗр тӗл пулнӑ чухне ачасем летчика хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене те пачӗҫ. Александр Кочетов ячӗллӗ Кадет корпусӗнчи 8-мӗш класра вӗренекенсем вара Николай Бударинпа ҫыхӑнчӗҫ. Раҫҫей Геройӗ виҫӗ хутчен космосра пулнӑ.

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Виолетта Александрова