Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн инспекторӗсем вӑрлӑх сутакансене тӗрӗслеҫҫӗ

Калча хатӗрлемелли хӗрӳ вӑхӑт ҫывхарнӑ май, Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн инспекторӗ Валентина Никитина вӑрлӑх сутакан вырӑнсенче тӗрӗслевпе час-часах пулать.

Хальхинче Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ  лавккана ҫитрӗ. Нумай пулмасть кунта ҫӗнӗ парти  кӳрсе килнӗ. Ҫавна май вӑл ӑҫтан пулнине, документсен йӗркелӗхне тишкермелле. Сентресем ҫинче, чӑн та, темӗн тӗрлӗ вӑрлӑх пур, хутаҫӗсем пӗринчен тепри хитре. Ӳкерчӗкне мар, мӗн тултарса панине тӗпчеме сӗнеҫҫӗ специалистсем.

 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов