Раҫҫей сенаторӗ республикӑри фельдшерпа акушер пункчӗсен ӗҫӗпе паллашрӗ

Республикӑри фельдшерпа акушер пункчӗсене эмелпе тата техникӑпа  еплерех тивӗҫтернипе, тухтӑрсем ӗҫре интернетпа мӗнле усӑ курнипе Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров кӑсӑкланчӗ.  Вӑл икӗ районти медицина учрежденийӗсене ҫитсе курчӗ.

Светлана Бушкова Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Кукашни ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче 12-мӗш ҫул ӗҫлет. Ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑранпа 6 ҫул ӗнтӗ иртсе кайнӑ. Ҫынсене тивӗҫлӗ пулӑшу пама кунта майсем ҫителӗклӗ: канализаци, шыв пур, хутса ӑшӑтмалли тытӑм та хӑйсен. ФАП кашни кун 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетччен уҫӑ. Кунне вӑтамран 10 ҫын таран йышӑнаҫҫӗ. Хӑвӑрт ӗҫлеме хальхи техника хатӗрӗсем пулӑшаҫҫӗ. Интернет ҫыхӑнӑвӗ пулни те паха. Куславкка районӗнчи Куснарти ФАП вара тин кӑна лицензи илсе ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл таврари 600 ҫын сывлӑхӗшӗн яваплӑ. Вӗсене Татьяна Комарова йышӑнать. Вӑл - акушер, ҫавӑнпа та пациентсен йышӗнче ытларах хӗрарӑмсем. Ҫӗнӗ учрежденире ҫынсене пулӑшу кӳме йӑлтах пур,- тет Татьяна Николаевна. Ял ҫыннисене пӗр ыйту кӑна пӑшӑрхантарать - фельдешр пункчӗ эрнере 2 кун кӑна ӗҫлет. Чирсем вара графике пӑхӑнмаҫҫӗ. Штата пысӑклатсан медицина учрежденин алӑкӗ те кашни кун уҫӑ пулӗ. Ку ыйту ҫивӗчлӗхӗ Куславкка тӑрӑхӗнче кӑна мар, республикипех тесен те тӗрӗс.


Надежда Александрова, Святослав Петров