Хӗрлӗ Чутайра уяв Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче иртрӗ. Кунта суту-илӳ речӗсем, ал ӑстисен ярмӑркки, ял тӑрӑхӗсене сӑнлакан картишсем вырнаҫтарнӑ. Пушӑ вӑхӑтра ал ӗҫӗ тӑвакан кашни ялтах пур. Ҫак кун ӗҫре палӑрнӑ ҫынсемпе танах вӗренӳре спортра обществӑлла пурнӑҫра аван ӗлкӗрсе пыракан шкул ачисене те чысларӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе, Раҫҫей кунӗнче 14 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксене паспорт тыттарчӗҫ.
Тӑвай районӗнче те чӑваш халӑхӗн историйӗ пирки чаплӑ представлени хатӗрленӗ - кунта ҫӗр ӗҫченӗсем те, Сӑр хӳтӗлев чиккине тӑвакансем те, регион аталанӑвӗ те, пирӗн пуласлӑх - ачасем те. Тӑвайӗнчи "Аль" спорт комплексӗн стадионӗнче ял хуҫалӑх техникин куравне йӗркеленӗ.
Надежда Александрова, Павел Иритков