Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин паян 75 ҫул тултарать

Вӑл чӑваш культурин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ, юратнӑ ӗҫре халӗ те чунне парса тӑрӑшать. Морис Николаевич Чăваш патшалăх академи симфони капеллине 36-мӗш ҫул ертсе пырать. Кашни концерт сезонне вӑл куракансемшӗн кӑсӑклӑ тума тӑрӑшать.

Морис Яклашкинӑн пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗ Чӑваш телевиденипе радио хорӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл халӑха чӑваш композиторӗсен хайлавӗсемпе паллаштаракан ушкӑн пулнӑ. Морис Николаевич унта дирижерта тӑрӑшнӑ. Артистсемпе вӑл пине яхӑн юрӑ ҫыртарнӑ. Вӗсем паян кун та пирӗн телерадиокомпани фондӗнче упранаҫҫӗ. 1992-мӗш ҫулта ушкӑнран Чӑваш патшалӑх капелли туса хунӑ. Морис Яклашкин малтан унта хормейстер, унтан илемлӗх ертӳҫипе тӗп дирижер ӗҫне туса пыма пуҫланӑ. Ушкӑна вӑл ертсе пынӑ тапхӑрта Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССРӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Темиҫе хут та тӗнче шайӗнчи фестивальсен дипломанчӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех капелла "академи" тата "симфони" ятсене илнӗ. Морис Яклашкин 45-мӗш ҫул сцена ҫинче. Апла пулин те халӑх умне тухнӑ чухне кашнинче пӑлханатӑп, тет вӑл. Ӗҫне кура Морис Николаевича "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫле ӗҫсемшӗн" орден медалӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Шупашкарӑн хисеплӗ гражданинӗ.

 

Алёна Артемкина, Марина Карягина