Пурнӑҫ илемне сӑнлакан картинӑсем

Вӑсен авторӗ - Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ленинград тӑрӑхӗнчи Гатчино хулинче пурӑнакан Татьяна Иванова-Ткаченко ӳнерҫӗ. Унӑн ӗҫӗсен куравне Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче йӗркеленӗ. 

Татьяна Ткаченко курава ашшӗпе амӑшне халланӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Ашшӗ -  Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Иванов, амӑшӗ Мария Иванова гример пулнӑ. Пурнӑҫпа ҫут ҫанталӑк илемне курма мана вӗсем вӗрентнӗ, тет сӑрӑ ӑсти. Татьяна Ткаченко та хӑйӗн ӗҫӗсенче ытарайми тавралӑха сӑнлать. Картинӑсене пурне те пленэр вӑхӑтӗнче ӳкернӗ. Куравра ӳнерҫӗн 40 картинипе паллашма пулать.


Алена Артемкина, Виктор Степанов