Пурӑннӑ чух пулман ырӑ ят халӗ таврӑнать

Чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси, артист, ҫыравҫӑ Тани Юн ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ кун мухтавлӑ ентешӗмӗр ячӗпе Чӑваш Енре харӑсах икӗ асӑну хӑми уҫрӗҫ. 

"Атӑл пӑлхавҫисем", "Сарпике", "Хура юпа", "Ял", "Апайка", "Киремет кати", "Асту". Пӗтӗм тӗнчене чӑвашлӑхпа паллаштаракан ҫак асамлӑ фильмсемшӗн этемлӗх паян Тани Юнпа Иоаким-Максимов Кошкинскийе пуҫ таймалла. Вӗсем ӳкернӗ кинолентӑсене мухтавлӑ Андриян Николаев ҫут тӗнчене киличченех Европа ҫӗршывӗсенче, Голливудра кӑтартнӑ. Ҫапла яланах малта пулса хӑйсен умне пысӑк тӗллевсем кӑна лартнӑ мӑшӑр чӑвашсене театр та, кино та парнеленӗ.

Кӗвӗҫ чунлӑ этемккесене пула чӑвашсемшӗн чунне парса ӗҫлекен мӑшӑра халӑх тӑшманӗ тесе йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӳкернӗ фильмсене те пӗр машина тиесе тухса ҫунтарса яраҫҫӗ. Тӗлӗнмелле майпа сыхланса юлнӑ икӗ фильм вара паян пирӗншӗн темле ылтӑн тупраран та паха. Вӑхӑт пӗтӗмпех хӑй вырӑнне лартать. Пурӑннӑ чух ырӑ ят илтсе курман Тани Юнӑн ҫутӑ сӑнарӗ халӑхра ҫӗкленсе кӑна пырать. Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ентешне асӑнса кашни ҫулах чылай пархатарлӑ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ.

Тани Юн 120 ҫул тултарнӑ тӗле ЧНКӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен "Хастар" пӗрлешӗвӗ те парне тума шутларӗ. Чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси ҫуралнӑ вырӑнти ҫурт ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарчӗ. Ырӑ ӗҫре Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Валерий Гордеев тата вырӑнти пуҫлӑхсем пулӑшрӗҫ.

Асӑну хӑмине уҫма халӑх чылайӑн тухрӗ. Хӑнасен йышӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, литературӑпа искусство ҫыннисем, вӗренӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем пулчӗҫ. Чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси ячӗпе ҫак кунах Шупашкарта та асӑну хӑми уҫрӗҫ. Ку ҫуртра Тани Юн мӑшӑрӗпе - Иоаким Максимов-Кошкинскийпе мӗн ватӑлса виличченех пурӑннӑ. Халӗ вӗсен сӑнӗсем кунти стена ҫинче юнашарах вырӑн тупрӗҫ. Асӑну хӑмине Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем пулӑшнипе тунӑ.

Алексей Енейкин, Святослав Петров, Олег Цыпленков