Пултарулӑхпа илемлӗх конкурсӗнче тӗп парнене Шупашкарти шкул ачи тивӗҫнӗ 

Чӑваш хӗрӗсем  "Раҫҫейӗн пӗчӗк мисӗпе  мистерӗ" конкурсран  икӗмӗш ҫул   ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ. Хальхинче Гран-прие Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Арина Авксентьева тивӗҫнӗ. 

14 ҫулти Арина Авксентьева мӗн ачаран модель пулма ӗмӗтленнӗ. Мода журналӗсенчи хӗрачасен илемлӗ сӑн ӳкерчӗкӗсем,  капӑр тум-тир яланах илӗртнӗ ӑна. 11 ҫулта Арина "Фотомодель по-детски" проектра пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Ҫӗнтерӳпе хавхаланса хӗрача ҫак енӗпе  нумайрах ӗҫлеме, тата та пысӑкрах наградӑсем илме тӗллев лартнӑ.  Нумай пулмасть Арина ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ. 

 

Елена Дмитриева, Виолетта Александрова