Культура аталанӑвӗн центрӗн никӗсне иртнӗ ҫулхи ҫуркунне хывса хӑварнӑ. Ӗҫе тӗплӗ, графикпе килӗшӳллӗн туса пытӑмӑр, - теҫҫӗ строительсем.
Вӗр ҫӗнӗ керменте кӗҫех культура вучахӗ ялкӑшма тытӑнмалла. Ҫурта ҫак вырӑнта лартма йышӑннине ҫӗрпӳсем ырлаҫҫӗ. 2-мӗш кӑнтӑр микрорайонӗ ӳссех пырать, нумай ачаллӑ ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ кунта. Юнашарах шкул, ача сачӗ вырнаҫнӑ. Эппин, Культура центрӗнчен ҫын татӑлмасси куҫкӗрет - ачасемпе ҫамрӑксене те, ҫитӗннисене хапӑл тӑваҫҫӗ. Куравсем ирттерме, кино кӑтартма май пулать кунта, ҫавӑн пекех ташӑ класӗсем, тӗрлӗ кружок пӳлӗмӗсем, библиотека тата библиокафе йӗркелеҫҫӗ.
Мӗн пур ӗҫӗн 90 процентне пурнӑҫланӑ, халӗ строительсем ҫурта шал енчен хӑтлӑх кӳреҫҫӗ: стенасене якатаҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, ҫутӑ хатӗрӗсене вырнаҫтараҫҫӗ.
Культура аталанӑвӗн центрне тума федераци тата республика хыснисенчен 160 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Тепӗр 60 миллион тӗрлӗ хатӗрсем туянма. Ҫулталӑк вӗҫлениччен центр ӗҫе пуҫӑнасса кӗтеҫҫӗ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче.
Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Михаил Солин