Пулӑшу майӗсем анлӑланса пыраҫҫӗ

Агропромышленноҫ комплексӗпе яла аталантарма кӑҫал республикӑра 3 миллиард та 300 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.

Пулӑшу майӗсем пирки Правительство ҫуртӗнче ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комиссин тата министерство коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче калаҫрӗҫ. Унта ялти ипотекӑн процент виҫине чакарас, ферма ҫурчӗсем тӑвакансен тӑкакӗсене саплаштарас пирки сӑмах пычӗ. Ытти ҫӑмӑллӑхсем те пулӗҫ.

 

Екатерина Фомина, Елена Дмитриева, Семён Антонов, Виктор Степанов