Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ чакнин сӑлтавне шырарӗҫ 

Республикӑра чӗр тавара туянакансем халӗ пӗр литрне 19 тенкӗ те 60 пуспа илсе каяҫҫӗ, хӑш-пӗр районсенче унтан та йӳнӗрех. 

Сӗт туса илекенсене патшалӑх самай пулӑшать, ҫав шутра хушма хуҫалӑх тытакансем субсидипе ҫӑмӑллатнӑ кредитсем илме пултараҫҫӗ, тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма май пур, грантсем пӑхса хунӑ. Ҫавна май Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  сӗт хакӗ мӗншӗн йӳнӗ пулнине тӗпчеме хушрӗ.

 

Ирина Николаева, Вадим Владимиров