«Пирӗн Ҫӗнтерӳ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен — асӑнмалӑх». Елена Маркелова

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Хупахушкӑнь ялӗнчи Елена Маркелова тыл ветеранӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ытти ҫынсемпе танах уй-хирте вӑй хунӑ, окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ.

Елена Ефимовна килте пӗчченех пурӑнать. Мӑшӑрӗ, фронтра пулнӑскер, тахҫанах пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӗмӗрӗпе ырми-канми ӗҫленӗ, халӗ те ахаль лармасть асанне: чӑх-чӗп усрать, кил-ҫурта тирпейлӗхре тытать. Кӑҫал карлач уйӑхӗнче вӑл 97 ҫул тултарнӑ.

 

Алена Артемкина, Никита Углев