Пин-пин ҫынна чӑвашлӑхпа мӑнаҫлантарма тивӗҫ

Тӗнчере чӑваш чӗлхи мӗнле аталанать? Унӑн малашлӑхӗ еплерех пулма пултарӗ? Кун пирки Виктор Чугаров кинорежиссер кӑсӑклӑ фильм ӳкернӗ. Ӑна наци вулавӑшӗнче пахаларӗҫ. 

Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсем, вӗсемпе пӗрле ытти халӑх ҫыннисем те пирӗн тӑван чӗлхепе пуплеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ ҫӗнӗ фильмӑн пурне те тыткӑнлакан хӑйне евӗрлӗхӗ. Виктор Чугаров режиссер хӑйӗн умне калама ҫук пысӑк тӗллев лартнӑ - кино ӑсталӑхӗ урлӑ майӗпен манӑҫа тухса пыракан тӑван сӑмахлӑха тӗнче шайӗнче ҫӗклес тенӗ. Ҫак ӗҫе вӑл хӑйӗнчен пуҫланӑ. Хулара ҫуралса ӳснӗскер иртнӗ ҫулсенче тӑрӑшсах чӑвашла калаҫма вӗреннӗ. Унтан республикӑра вырӑс чӗлхине тӗпе хурса ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван пуплеве явӑҫтарма шут тытнӑ. Ырӑ пуҫарӑва аслисем те хаваспах хутшӑннӑ.

 

Алексей Енейкин