Пӗтӗм Раҫҫейӗпех йӑлана кӗнӗ кӗрхи субботниксем пуҫланчӗҫ

Ҫак кунсенче ҫӗршыври "Симӗс Раҫҫей" проекта Чӑваш Ен те хутшӑнчӗ. Ӗҫ тӑвакан тата саккун кӑларакан влаҫ тытӑмӗсенче тӑрӑшакансем, обществӑлла пӗрлешӳсен хастарӗсем, студентсемпе шкул ачисем Гузовски рашчине ӑпӑр-тапӑртан тасатрӗҫ.

Гузовски вӑрманӗ - хулара пурӑнакансен чи юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри. Кунта уҫӑлса ҫӳренӗ май ҫанталӑкпа киленме, ҫавӑн пекех сывлӑха ҫирӗплетме лайӑх. Ҫапах та ҫынсем вӑрмана тасалӑхра тытмалли пирки манаҫҫӗ: хӑйсем хыҫҫӑн ӑпӑр-тапӑр хӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та лаптӑка тирпейлесси пуриншӗн те пӗр ӗҫ пулчӗ. Республика Пуҫлӑхӗ, министрсемпе депутатсем, студентсемпе шкул ачисем, волонтерсем - пурте акцие хастар хутшӑнчӗҫ.


Диана Иванова, Лидия Галактионова, Андрей Шоклев