«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци иртрӗ

Иван Яковлев юбилейне тата тӑван чӗлхе кунне халалласа тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем  "Пӗтӗм чӑваш диктантне" ҫырчӗҫ. Пӗлӳ акцийӗ ҫулсерен уява пек иртет.

Йӑлана кӗнӗ уяв тӗрлӗ лапамра ҫын пухрӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче кӑна тӑван ҫырулӑх пӗлӗвне 147 ҫын тӗрӗслерӗ. Аудиторисенче студентсем йышлӑ пулни савӑнтарать. Вӗсене валли Юхма Мишши ҫырнӑ "Ҫутлӑх паттӑрӗ" хайлав сыпӑкне хатӗрленӗ. Текстра 140 сӑмах. Ӑна пирӗн ӗҫтеш, Алексей Енейкин тележурналист вуларӗ.

Иван Яковлева халалланӑ калав тексчӗ ытла йывӑр мар. Хӑш-пӗр студентсем унпа маларах та паллашма пултарнине палӑртмалла. Пухӑннисем пурте диктанта тулли кӑмӑлпа ҫырчӗҫ.

"Пӗтӗм чӑваш диктантне" яланхи пекех инҫет мелӗпе те - радио итлесе ҫырма май пулчӗ. Акци пӗтӗмлетӗвӗ вара паян-ыран паллӑ пулӗ.

 

Владимир Тимофеев, Святослав Петров