Пӗрремӗш хут хӑмла куракансем те пур

Ҫӗршывӗпех паллӑ сӑра вӗретекен предприятире тӑрӑшакансем Чӑваш Енре хӑмла ҫитӗнтерес ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Сӑмах май, вӗсенчен нумайӑшӗ халиччен "симӗс ылтӑн" мӗнле ӳснине курман та иккен. 

Аграри университетӗнче йӗркеленӗ ятарлӑ курса пӗтерекенсен йышӗнче 16 ҫын. Пурте вӗсем сӑра вӗретекен "Балтика" пӗрлешӳре тӑрӑшакансем: филиалсен ертӳҫисемпе инженер-химиксем, технологсем, агропроектсемпе ӗҫлекенсем тата ытти специалистем. Сӑра вӗретессинче вӗсем пысӑк ӑстасем шутланаҫҫӗ. Предприяти цехӗсене ӗҫлеттернипе пӗрлех хуҫалӑх ҫӗрӗсем ҫинче пиншер гектар урпа ӳстерсе паха йышши салат тума тата ӑсла юхтарма маҫтӑр. Унран вара тӗрлӗ йышши сӑра хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах, нумайӑшӗ чӑн-чӑн хӑмла мӗнне пӗлмеҫҫӗ те.

Пысӑк предприяти пайташӗсем пӗрлешӗвӗн Санкт-Петербургпа Тула та Липецк тӑрӑхӗнчи филиалӗсенчен килнӗ. Вӗренӳ курсӗн тӗллевӗ - специалистсен хӑмла ӳстерсе тирпейлессинчи пӗлӳпе ӑсталӑх шайне ӳстересси, сӑра вӗретес технологисене ҫӗнетсе перекетлӗ, ҫав вӑхӑтрах тухӑҫлӑ производство йӗркелесе яма пулӑшасси.

Ку ӗҫре чӑвашсен опычӗ самай пысӑк. Ҫӗршывра туса илекен хӑмлан 90 проценчӗ пирӗн тӑрӑхра ӳсет. Ҫапах та, ку кӑтарту ҫывӑх вӑхӑтра тӗпрен улшӑнма пултарать. Иртнӗ ҫулсенче Краснодар тӑрӑхӗнче кӑна 200 гектар таран паха йышши хӑмла плантацийӗсем хута янӑ. Ку вӑл - Чӑваш Енри мӗнпур хӑмла лаптӑкӗнчен 8 гектар ытларах. Мӗнле пулсан та, пирӗн хуҫалӑхсем алӑ усмаҫҫӗ. Хӑйсен ӑсталӑхне ыттисемпе те пайлаҫҫӗ.

Сӑра вӗретекен пысӑк пӗрлешӳ Чӑваш Енре хӑйӗн хӑмлине те ӳстерес тӗллевлӗ. Ҫапла майпа республикӑра ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем те пулӗҫ. Тӗллевлӗ курссем вара Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче 4-мӗш хут иртрӗҫ. Вӗсенче 17 регионти 67 специалист пӗлӳ илнӗ.


Алексей Енейкин, Михаил Солин