Пӗр аудиокӗнекере - 100 ытла хайлав 

Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки "Чӑваш Ен ҫыравҫисем - ачасем валли" электронлӑ вулавӑш хатӗрлесе ҫитерчӗ. Кунта текстсем кӑна мар, писательсем хӑйсем вуланӑ хайлавсем те. Ҫак кунсенче аудиокӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ.  

Электронлӑ библиотекӑна чӑваш ҫыравҫисен 1820 хайлавӗ кӗнӗ, кунта 75 сӑвӑҫ-калавҫӑ пултарулӑхӗпе кунҫулӗ ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Аудиокӗнекере - 100 ытла хайлав, ун валли Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗн радио студине 30 яхӑн автора йыхравласа хӑйсен сӑвви-калавне вулаттарнӑ. Ку проект Президент гранчӗн ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтерсе миллион тенке тивӗҫнӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли ҫулсерен нумай кӗнеке хатӗрлесе кӑларать, анчах вӗсем республикӑри мӗнпур вулавӑша ҫитеймеҫҫӗ. Тулайри йӑхташсем патне ӑсанакан кӑларӑмсен шучӗ те сахал. Ҫавӑнпа та ытларах интернет уҫлӑхӗпе усӑ куракан ҫӗнӗ ӗмӗр ачисемпе яш-кӗрӗмӗшӗн электронлӑ библиотека - нимпе танлаштарайми паха парне. 

 

Марина Карягина, Вадим Владимиров