Пенси фончӗн Шупашкарти уйрӑмӗнче документсемпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ

Ӑна ведомство 30 ҫул тултарнине халалланӑ. Пенси тытӑмӗн историйӗ, паллах, вӑрӑмрах. Ҫакна типтерлӗн упранакан документсем ӗнентереҫҫӗ. 

Экспозицире тӗрлӗ вӑхӑтра пенси тӳлевӗпе ҫыхӑннӑ сайра тӗл пулакан архиври документсене курма пулать. Чи аслисем - 1918-мӗш ҫултисем. Ҫавӑн пекех 30-мӗш ҫулсенчи отчетсем. Ун чухне пӗтӗм хута алӑпа ҫырнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи документсем те упранса юлнӑ. Хут ҫитменнипе вӗсене хаҫат ҫинче йӗркеленӗ.  Куравра ҫавӑн пекех калькуляторсем, канцеляри хатӗрӗсем, шут шӑрҫисем, пичетлемелли машинкӑсем тата ытти те. Пухӑннисем пуян материалсемпе кӑсӑклансах паллашрӗҫ.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов