Пӗлӳ кунӗ тӗлне хута ярасшӑн 

Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче агрошкул уҫӑлмалла. Ку вӑл республикӑри ҫакнашкал пӗрремӗш пӗлӳ ҫурчӗ, 108 ачана йышӑнма пултарĕ. 

Кашмашри шкула хӑпартма 147 миллион ытла тенкӗ уйăрнă. Хальлӗхе ӗҫĕн 35 процентне тунӑ, графикпе ӗлкĕрсе пыратпӑр, терĕç строительсем. Паян кунта çурт тăррине витме хатĕрленеççĕ, электромонтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, чӳречесем лартаҫҫӗ, ӑшӑ кӗртcе вентиляци системине вырнаҫтараҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра шалти ӗҫсене тума пуҫланӑ.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров