Педагогсемпе поварсем шкул ачисене апат ҫитерес ӗҫе лайӑхлатасшӑн 

Вӗренӳ министерстви районсенче практикумсем ирттерет. Ун вӑхӑтӗнче Шупашкарти шкулсенче тӑрӑшакансем ялти ӗҫтешӗсене апат-ҫимӗҫе тӗрӗс упрама, документсене йӗркелеме вӗрентеҫҫӗ. Тӗп хулари 45-мӗш шкулти поварсемпе педагогсем Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсенче пулчӗҫ. 

Шупашкартан килнӗ делегаци 3 шкула ҫитсе курчӗ. Вӗсен тӗллевӗ тӗрӗслесе ҫитменлӗхсемшӗн явап тыттарасси мар - сӗнӳ-канашпа пулӑшасси. Тӗп хулари 45-мӗш шкул Чутай тӑрӑхӗнчи 9 пӗлӳ ҫурчӗшӗн яваплӑ. Уйӑх каялла Шупашкарта семинар иртнӗ. Унта  22 вӗренӳ заведенийӗ хутшӑннӑ. Канашлура  ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерессине сӳтсе явнӑ.  Ун чухне меню мӗнле пулмаллипе апат-ҫимӗҫе мӗнле упрамаллине те уҫӑмлатнӑ. Практика пайӗнче чутайсем шӑпах 45-мӗш шкулта пулса курнӑ.

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов