Паян Вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ сезон уҫӑлать

Куракансем "Поединок" спектакль хаклама пултарӗҫ. Ҫак постановка, тӗллевсем тата хальхи кӑткӑс майсенче мӗнле ӗҫлесси пирки театрта йӗркеленӗ пресс-конференцире каласа кӑтартрӗҫ.   

Театр ҫамрӑк ӑрушӑн та, аслисемшӗн те кӑсӑкла пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Ҫавӑнпа та классиксене лартнисӗр пуҫне хальхи драматурсемпе те ӗҫлеҫҫӗ. Авторсене куракансемпе курнӑҫтарни те питӗ интереслӗ. Ку мел питӗ ӑнӑҫлӑ пуласси куҫкӗрет. Вырӑс драма театрӗн директорӗ Дмитрий Капустин каланӑ тӑрӑх, ҫак хутшӑну майӗ Европӑра тата Мускавпа Питӗрте анлӑ сарӑлнӑ. Ҫитес ҫул театр Раҫҫей культура министерствин икӗ пысӑк грантне хӳтӗлесшӗн, сайта улӑштарасшӑн. Журналистсене Крыма театр фестивальне еплерех кайса килни пирки те каласа пачӗҫ. Унта труппа "Пять вечеров" спектакль кӑтартнӑ. Шӑрӑхра сцена ҫинче юр ҫутарни питӗ кӑсӑклантарнӑ куракансене. 

 

Надежда Александрова, Ирина Ромадова, Игорь Ульянов