Сӑпка юрри, тӗрлӗ уяв йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ сӑвӑ-такмак, витлешӳ, хӑвӑрткаламӑш - пепкене чӑваш чӗлхин техӗмне туйтарса ӳстерме пирӗн халӑхӑн сӑмахлӑх ҫӳпҫи калама ҫук пуян. Фольклортан вӑй илсе аталаннӑ чӑваш ача-пӑча литератури пӗчӗккисене паянхи кун та илемлӗ хайлавсемпе савӑнтарать. Чӑваш ача-пӑча кӗнекин уявӗ пынӑ вӑхӑтра республикӑри библиотекӑсенче онлайн мелпе вырӑнти ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, кӗнеке хӑтлавӗсем, ӑсталӑх сехечӗсемпе тавракурӑма анлӑлатакан квестсем иртӗҫ, виртуаллӑ куравсем ӗҫлӗҫ. Вӗсене библиотекӑсем хӑйсен интернетри страницисене "Книжная радуга детства" хэштегпа вырнаҫтарӗҫ.
Марина Карягина, Вадим Владимиров