Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Галина Кузнецова юбилей паллӑ тӑвать

Уяв Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртет.

Галина Юлиановна Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫре 1960-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Пысӑк конкурсра ҫӗнтерсе Мускаври Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренме кӗнӗ, ӑна пӗтерсен 1983 ҫулта чӑваш драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Пултаруллӑ артист ҫамрӑклах кашни сӑнара хӑй витӗр кӑларса ҫав тери туйӑмлӑн выляса куракана тыткӑнланӑ. Ӑсталӑхне туптаса ҫулран ҫул аталанса пынӑ.

 

Алексей Енейкин, Семен Антонов