Паян Чӑваш Енре вӑхӑта 1 сехет маларах куҫарасси пирки пуҫарнӑ сасӑлав вӗҫленет

Вӑл "ВКонтакте" тата "Одноклассники" социаллӑ тытӑмсенче "Чӑваш Республики" ушкӑнра пырать. Аса илтеретӗп, ку ыйтӑва Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе ирттернӗ тӗл пулура хускатнӑччӗ.

Хӗвел ытла ир тухать, каҫхине вара хӑвӑрт тӗттӗмленет. Ҫакӑ уйрӑмах ҫу кунӗсенче кансӗр. Регион Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнать. Ҫӗршыв тӗп хулипе танлаштарсан вара  хӗвел пирӗн тӑрӑхра 36 минут маларах хӑпарать. Ҫакӑ вӑхӑта пӗр сехет куҫарма ҫителӗксӗр. Кӳршӗсемпе - Тутарстанпа, Мари Элпа, Чулхулапа та пӗр вӑхӑтра пурӑнни меллӗрех, теҫҫӗ. Апла пулин те Олег Николаев ку ыйтӑва тепӗр хут халӑхпа сӳтсе явма ыйтнӑччӗ.  Социаллӑ тытӑмра пыракан сасӑлав тӑрӑх, ытларахӑшӗ вӑхӑта куҫарассине хирӗҫ. "Одноклассникинче" - вӗсем 60 процент, "ВКонтаке" ушкӑнӗнче - 46 процента яхӑн. Майлисем - 25 тата 37 процент. Сасӑлава хутшӑннисен 12-13 проценчӗ вара "ҫуллахи" тата "хӗллехи" вӑхӑта тавӑрма сӗнет. Палӑртатпӑр, вӑхӑта куҫарассипе ҫыхӑннӑ сасӑлава интернетра паян та хутшӑнма пулать. Тархасшӑн, хӑвӑр шухӑша пӗлтерме ан ӳркенӗр. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗпе депутатсем тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.


  
Диана Иванова, Владимир Синдеев