Паян  Ардалион Игнатьев олимпиец ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ 

Ун умӗн пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Ардалион Васильевичӑн мӑшӑрӗпе тӗл пулчӗ. 

Ардалион Игнатьев Елчӗк районӗнчи Ӗнелте ҫуралса ӳснӗ. Ачаран спорта юратнӑран ҫӑмӑл атлетикӑра калама ҫук пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. 400 тата 800 метра чупса темиҫе хут та республика чемпионӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех 200 метртан пуҫласа 800 метра ҫитичченхи дистанцисенче умлӑ-хыҫлӑн Чӑваш Ен рекордне ҫӗнетме пултарнӑ. Вӑл 65 ҫул каяллах ҫирӗплетнӗ кӑтартӑва республикӑра паян кунччен те никам та ҫӗнеймен. Унсӑр пуҫне Ардалион Васильевич вӑтам дистанцие чупассипе 2-мӗш Раҫҫей чемпионӗ пулнӑ. Чӑвашсен ятне Европа, унтан тӗнче шайӗнче ҫӗкленӗ. Ҫавӑнпах, Андриян Николаев космонавт та ӑна яланах хӑйӗнчен мала тӑратнӑ. Ун умӗнче пуҫ тайнӑ.

 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев