Паян - Чӑваш тӗррин кунӗ

Ҫак уява эпир кӑҫал пӗрремӗш хут паллӑ тӑватпӑр. Ӑна республика Пуҫлӑхӗн Хушӑвӗпе наци культурин паха еткерне упраса хӑварас тӗллевпе уявлама йышӑннӑ. 

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче халӑх ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ тӗрӗ художникӗ Екатерина Ефремова ҫуралнӑ, Чӑваш тӗррин уявне ӑна хисеплесе ҫак кун паллӑ тума йышӑннӑ. Чӑваш тӗррин ӗмӗртен ӗмӗре куҫса паянхи куна ҫитнӗ ҫыпӑҫуллӑ илемӗ, пиччӗнпе тӳнтерне уйӑрса илмелле мар ик енчен те пӗрпек тирпейлӗ ҫӗввисем, пурнӑҫ кӗнеки евӗр вуланакан эрешӗсем тӗнчене тӗлӗнтереҫҫӗ. Тӗссен ҫураҫӑвӗ, виҫелӗхпе илеме ҫивӗччӗн туйни - кашни ал ӗҫӗнче. Чӑваш маҫтӑрӗсем 30 ытла ҫӗвӗ пӗлеҫҫӗ. Пӗр-пӗр пӗчӗк тӗрӗре те 5-6 тӗрлине усӑ курма пултараҫҫӗ.

 

Марина Карягина