Паттӑрсен ячӗпе - моточупу

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тухнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршыв ҫине хаяр тӑшман тапӑнса кӗнӗ.

Пин те 418 кун пынӑ вӑрҫӑ 26 миллион та 600 пин ҫын пурнӑҫне татнӑ. Астӑвӑмпа хурлану кунӗ пирӗн республикӑра та тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртрӗ.

Шупашкарти "Ҫӗнтерӳ" комплексӗнчи Сӳнми ҫулӑм патне регион пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Патшалӑх Думин депутачӗсем, министрсем, ҫар ҫыннисем, ветерансем, хула ҫыннисем чӗрӗ чечексемпе кӑшӑлсем хучӗҫ. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта "Астӑвӑм ҫурти", "Ҫӗнтерӳ шевли" акцисем иртрӗҫ. Унсӑр пуҫне Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене халалласа моточупу йӗркелерӗҫ. Унта хутшӑнакансем Шупашкартан Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ялне ҫитрӗҫ. Унта ҫитес вӑхӑтра ӗҫ паттӑрӗсене асӑнса палӑк лартӗҫ. 

 


Диана Иванова, Димитрий Макаров